Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ырӑ енсем- Ҫитменлӗхсем

Алай Микулай хӑй ҫывӑрать, куҫӗ пӑхать.
Алӑран кӗрепле, ҫӳҫрен шӑпӑр тусан та юрас ҫук.
Алли аван та, ҫӑварӗ ҫӑткан.
Ахлатакан ахах тупнӑ.
Вӑйлӑ ҫыннӑн кӑкри малта, мӑн кӑмӑллӑ ҫыннӑн хырӑмӗ малта, ӑслӑ ҫыннӑн пуҫӗ малта.
Варттӑн ясара ҫын пӗлмест.
Вӑтанакан вӑрттӑн ясар.
Вӑтанакан ҫыр ырӑ курмасть.
Вӑтанаслӑх вӑта ҫӗрте.
Вӑтанма пӗлни вӑтӑр пус, хӗрхенме пӗлни хӗрӗх пус.
Вӑтанман верӳҫӗ, ӳркенмен юмӑҫӑ пулнӑ теҫҫӗ.
Вӑтанман – юмӑҫ пулнӑ , ӳркенмен- ӑста пулнӑ.
Вӑтансан вӑйӑ варне те тӑрас мар теҫҫӗ.
Вӑтансан ыр курмасть.
Запаслӑ ҫын пуян ҫынтан лайӑхрах.
Икӗ питлӗ ҫӑкӑр- ик кунлӑх, икӗ питлӗ этем- яланлӑх.
Икӗ питлӗ ҫын ик майлӑ кастарать.
Икӗ питлӗ ҫын та ик ӗмӗр пурнаймасть.
Икӗ ҫивчӗшлӗ пуртӑ ик еннеле те касать , икӗ питлӗ ҫын ҫынна сутать.
Йӑваш анчӑка автан та сӑхнӑ тет.
Йӑваш йытӑ вӑрттӑн ҫыртать.
Йӑваш йыттӑн усалӗ ури айӗнче.
Йӑваш ҫын йӑвантарать.
Йӑваш ҫынна ҫил те туллать.
Йӑваш ҫынран кушак та кулать.
Йӑвашпа ухмах пӗр.
Йӑвашран Йӑван тухать теҫҫӗ.
Йӑвачи йӑвантарать.
Йӑлӑнтаракана юн кукли.
Йӑпӑлти йытта йытӑ ҫыртмасть.
Йӑпӑлти пӑру ик амӑшне ӗмнӗ тет.
Йӑпӑлти пӑру икӗ ӗнене ӗмет, ачаш мари хӑй амӑшне те ӗмеймест
Йӑпӑлти ҫын пуҫлӑх питне ҫӑвасшӑн.
Йӑпӑлти ҫынна йыт ҫыртмасть.
Йӑпӑлти чӗлхе икӗ енлӗ кастарать.
Йӑпӑлти чӗлхе йӑтпар татнӑ.
Йӑпӑлтие йӗп витмест.
Йӗтӗн ҫиппи хӗҫ тиркет.
Каскӑн ӗнен мӑйраки ӳсмен тет.
Каскӑн йытта касмасан уртса ярӗ туласан.
Кӑтра ҫынтан виҫ ҫӑкӑр йӑтса тарма хушнӑ.
Кӑтра ҫыннӑн сӑнни пур.
Киремет ҫыннӑн турти кӗске.
Куҫ умӗнче йӑпӑл-йӑпӑл, кут хыҫӗнче мӑкӑр-мӑкӑр.
Куҫ умӗнче тилӗ те, кут хыҫӗнче сӑхас ҫӗлен.
Куҫ умӗнче ан мухта та, кут хыҫӗнче ан хурла.
Кутана тарличчен ӗҫлемесӗр кутӑн сӑмах ан кала.
Куҫупа ан суйла, хӑлхупа суйла.
Куҫупа курмасӑр ҫӑварна ан кар.
Кутне уҫса чуптусан та шӑтӑкне тӳрӗ килмерӗ тет.
Кутӑн ашака хулӑ юсать.
Кутӑн ӑспа нумаях малалла каяймӑн.
Кутӑн пӗр сӑмах юраман.
Кутӑн ҫуралнӑ ҫынна пуҫӑн тӑваймӑн.
Кутӑн ҫынна кутран лекет.
Кутӑн ҫынна мул нумай.
Кутӑн ҫыннӑн кут усӑнать.
Кутӑна кутӑн пуслӑхӗ, наяна наян пуҫлӑхӗ кутран вун икӗ вӗҫлӗ нухайккипе ҫаптарать теҫҫӗ.
Кутӑнӑн хӗвелӗ пуҫхӗрлӗ тухнӑ.
Кутӑнӑн юрри те кутӑн.
Кутӑнланни кута тӑрӑнать.
Майсӑр ҫынна кушак пӑхма та юраман тет.
Мӑнтӑрлансан йытти те йышне палламас.
Мутлӑ этем Мускава ҫитнӗ.

Тиркекене тирӗк мунчали.
Тиркекене тиркенчӗк, суйлакана суйланчӑк.
Тиркекене тиркӗ тӗпӗ ҫакланнӑ.
Тиркемене тирпейли тет.
Туйманнине туйтарать, сисменнине систерет.
Тумланнӑ ҫынна тунката курать.
Туякан туять, туйманни пӗрре те туймасть.
Тӳсейменӗн тӳпи шӑтнӑ, курайманӑн куҫӗ шӑтнӑ.
Тӳсекене – тӳсӗмлӗх, чӑтакана – чӑтӑмлӑх.
Тӳсекене тӳсӗмлӗхне патӑр.
Тӳсекене тӳш ашӗ ҫинӗ, тӳсейменни йытӑ ашӗ ҫинӗ.
Тӳсӗмлӗх ырлӑх анине ҫитерет.
Тӳссен-тӳссен тимӗр те татӑлать.
Тӳссен-тӳссен тӳсӗм хӑмпи те ҫурӑлать.
Ун пек кӑлтӑк мулла хӗрӗнче пур.
Ускӑн ҫын уяв кун чӗрӗлет.
Уҫӑ кутра йӗм тӑмасть.
Утланма лутра та, тытма йӑваш.
Чӑркӑш ҫын чӑпкӑшма тесен чӑрӑш тӑррине те улӑхма хатӗр.
Чӑркӑш этем ялан имшеркке пулать.
Чӑркӑшнипех чӑрӑш касма ҫук.
Чӑрсӑр часах такӑнать теҫҫӗ.
Чӑтӑмлӑхра ылтӑн чӑнкӑртатать теҫҫӗ.
Чӑтӑсӑн чӑт, чӑтмасан шыва пут.
Чӑтма пулнӑ – чӑтас пулать.
Чӑтсан-чӑтсан чул та ҫурӑлать.
Хапсӑннинех Хапӑс хуҫи пулма ҫук.
Харама вӗреннӗ ҫын янтинех шырать.
Харам пырсешмӗн вӗллере вырӑн ҫук.
Хаяр йытӑ та хӳрипе йӑпӑлтатать.
Хаяр пулса ҫын пуҫӗ ҫинче таптаса ан ҫӳрӗ, кунӗ пулса хурланса ан ҫӳре.
Хаяр ҫилпе усал вӗҫет теҫҫӗ.
Хаяр ҫын ҫине шӑл хӑйраҫҫӗ, йӑваш ҫын ҫине чулпа переҫҫӗ.
Хаяр хӗр качча каяйман.
Хаяр хунемерен усалли ним те ҫук.
Хаяр чӗлхеллӗ ҫынпа ан тавлаш.
Хаяррине ылханаҫҫӗ, йӑвашшине пусмӑрлаҫҫӗ.

Хӗрхенекене хӑрӑк пулӑ.
Хӗрхенекен хӗрӗх чӗрнеллӗ хӗр илнӗ тет.
Хӗрхенекене хӗрлӗ хӗр
Хӗрхенекене хӗрли.
Хӗрхеннипе хӗрлӗ йытӑ ҫиет.
Хыт кукар аллинчен укҫа та куҫҫуль тӑкса тухать теҫҫӗ.
Хыт кукар пупӑн просвирӗ чул пек хытӑ теҫҫе.
Хыт кукар ҫур пухать – мурпа усал пуять.
Хыт кукар ҫур пус укҫашӑн та ҫулталӑк йӗнӗ тет.
Хыт кукар тула тухма ларсан та каяшӗ ҫине виҫ хут ҫаврӑнса пӑхнӑ тет.
Хыт кукар укҫине шӑши касать, чухӑн ҫын укҫи тӗнче касать.
Хыт кукар хыттине курса усал чӗппи савӑнать теҫҫе.
Хыт кукар хыттине ҫук ҫын шӑлӗ витес ҫук.
Хыт кукарӑн выльӑхӗ те хыткан.
Хыт кукарӑн ик хут саланнӑ тет.
Хыт кукарӑн хапхи яланах хупӑ.
Хыт кукартан хыт хура та ыйтса илеймӗн.
Хытӑ ҫӗрте – ҫул, хыт кукарта – мул.
Хытӑ ҫыннӑн пӳрнине кассан та юн тухмасть.
Хытӑ ҫынтан раштавра та пӗр кӗреҫе юр илеймӗн.
Чулпа перекене ҫӑкӑрта пер.
Этем алӑ йывӑҫ лартса ҫитерсен хӑй ӗмӗрӗнче вутӑран аптӑ-рамасть.
Этем епли ачи-пӑчи ҫинче палӑрать.
Этем йывӑра тӳсет, мӑнтӑра тӳсейместь.
Этем кӑлтӑксӑр мар.
Этем лайӑххи калаҫнинчен курӑнать.
Этем нумай та, ҫын сахал.
Этем пӗр сӑмахпа сивӗнет.
Этем пӗр ҫӑкӑрпа анчах пурӑнмасть.
Этем пурне те чӑтать.
Этем сахӑр мар, йӗпеннипех ирлӗмест.
Этем ҫӗре ҫиет, ҫӗр этеме ҫиет.
Этем ҫӳлелле пӑхать, пакша ҫӗрелле пӑхать.
Этем тени ан асӑхтӑр вӑл.

Ниме юрӑхсӑр ҫынна ҫӳлти Турӑ ҫӑлас ҫук.
Пӗр юраймасан кутне уҫса чуптусан та юраймастӑн.
Пӗр иртӗхнӗ ҫыннӑн чаракӗ ҫук, ӗмӗтсӗр куҫӑн тӑранаси ҫук.
Пӗчӗк ҫын пысӑккине кӗвӗҫет, чухӑн ҫын – пуянине.
Поҫа хорсан поҫ майла , кота хорсан кот майлӑ теҫҫӗ.
Пуҫсӑр ҫын пуҫлӑха тухать тенӗ.
Пуҫтах этем пуҫне выляса яна тет.
Пӳрне чӗрнесӗр мар, этем ҫилӗсӗр мар.
Пырать пире пыркая , хур амине аплах мар.
Сӗмсӗр йытта пӑх нумай.
Сӗмсӗр пӳрменне ҫинӗ.
Суйлакан Суйпике илнӗ тет.
Суйлакан сурӑхӗ хӑлхасӑр пулнӑ.
Суйлакана-Суйпике, суйламанне-Туйпике.
Суйлама пуҫличчен уйласа пӑх.
Суйлан йышне тупман.
Ҫӗрӗк ҫын ҫукшӑн та йӗрет.
Ҫивӗч ҫынсем утнӑ чух ури ҫӗре тӗкӗнмест.
Ҫивчӗ ҫын ҫирчӗ ҫынна тӑрать.
Ҫирӗ кирек камӑн та пур, ӑна виҫеллӗ тытас пулать.
Ҫилленекене ҫил кукли, юнтаракана юн кукли.
Ҫитмене тӗмен ҫитмен.
Ҫурмаккая ҫул такӑр.
Ҫын пуйнӑҫем хытса пырать.
Ҫынсен ӗмӗтсӗрлӗхӗ кайӑксене кун памасть.
Тӗплӗ те йӗркеллӗ пул.
Тӗплӗн ашшӗ-амӑшӗ вилмен тет.
Тӗпсӗр ҫынпа ӗрет ҫук.
Тӗпсӗр ҫынпа тӗмен ҫитмен.
Тӗпсӗр ҫынпа ӗрет ҫук.
Тӗпсӗре нимӗн те ҫитмен, салатакан ҫынна ним те ҫитмен.
Тӗпсӗре тӗмеске ҫитмен.
Тиркевсӗр ҫын вӑрӑм ӗмӗр пурӑнать.
Тиркекен тиркӗ ҫӑпала ӑшне кӗрсе ӳкнӗ тет.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

volodya598 тӳрлетнӗ, информацие 2019-04-24 12:37:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2134 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем